Чӑваш чӗлхи
![]() Куҫару тӗслӗхӗ Кун пирки Google шыравҫӑн Раҫҫейри блогӗ пӗлтерет. Шӑп та лӑп паян чӑвашла-вырӑсла куҫаруҫӑн бета-тӗрӗслевне пуҫланӑ. Куҫаруҫӑ хальлӗхе каялла — вырӑсла-чӑвашла — куҫарма пӗлмест-ха. Чӑвашла текстсене вырӑсла куҫарас тесен сирӗн Google-переводчик сайтне кӗмелле. Унтан «Определить язык» ҫине пусса «чувашский» чӗлхене суйламалла. Чӑвашла текст кӗртнӗ хыҫҫӑн «Перевести» пускӑч ҫине пусас пулать, вара сылтӑм енче вырӑсла текст тухать. Сӑмах май, чӑвашла текста акӑлчанла, украинла тата ытти чӗлхесене те куҫарма пулать. Анчах ку куҫару виҫҫӗмӗшле пулни пирки пӗлтереҫҫӗ хыпарта. Малтан программа вырӑсла куҫарать, кайран вара ҫав куҫарӑва — ытти чӗлхесене. Сӑнанӑ тӑрӑх хальлӗхе Google куҫаруҫи ҫын ячӗсене тата ял ячӗсене пӗлсех каймасть. «Ӗмӗр сакки сарлака» романри пӗр сыпӑка куҫарса пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫын ячӗсене пӗлеймерӗ. Анчах текста кӑнтаммӑн пулин те ӑнланмалла куҫарса пачӗ. Google блогӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейри чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи пӗрремӗш. Малалла вара тутарсенне тата пушкӑртсенне кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Ачана чӑваш чӗлхине хисеплеме мӗн пӗчӗкренех вӗрентмелле. Ҫапла майпа ҫын ӳссен тӑван чӗлхинчен писмӗ, республикӑра-и е ют тӑрахра-и — чӑвашла пуплӗ. Комсомольски районӗнчи Хирти Выҫли ялӗнчи пуҫламӑш шкул-ача пахчинче шӑпӑрлансене шапах ҫакна вӗрентеҫҫӗ те. 4-мӗш класра ӑс пухакан Дарья Павлова, Ангелина Громова, Анжелика Петрова тата Вадим Иванов «Тӑван чӗлхепе диафильм тӑвасси» проектпа ӗҫленӗ. Ачасем вырӑс ҫыравҫин А.Толстовӑн «Топор» юмахӗ тӑрӑх «Пуртӑ» чӑваш чӗлхиллӗ диафильм хатӗрленӗ. Ангелина Громовӑпа Дарья Павлова проекта район шайӗнчи конкурсра хӳтӗлесе 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫак тӗпчев ӗҫне класс тулашӗнчи вӗренӳре усӑ курма пулать. Хирти Выҫли ачисем кунпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Вӗсем чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене вуласа ҫакнашкал ӗҫсем хатӗрлесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пӗлтӗрхи диктант вӑхӑтӗнче Паян 14 сехетре Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пӗтӗм чӑваш диктантне йӗркелесе ирттерес ыйтусене сӳтсе яврӗҫ. Унта тӗпчев институчӗн ӑсчахӗсемсӗр пуҫне вӗренӳ тата педагогика институчӗсен ӗҫтешӗсем хутшӑнчӗҫ. Кӗскен пӗтӗмлетсен, диктант акан 25-мӗшӗнче 13:00 сехетре пуҫланмалла. Пӗлтӗрхи пекех текста наци радиовӗпе вулама палӑртнӑ. Паянхи ларура ӑна кама вулаттарассине те пӑхса тухрӗҫ. Ку ӗҫе СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫласса шанаҫҫӗ. Ҫыру ӗҫӗ университетпа педагогика университетӗнче тата вӗренӳ институтӗнче иртмелле. Пӗлтӗр диктанта вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов хутшӑннӑ пулсан кӑҫал халӑхпа пӗрле ҫырма культура министрӗ Вадим Ефимов явӑҫасса кӗтеҫҫӗ. Ҫыру ӗҫӗ Шупашкарти аслӑ шкулсенче ҫеҫ мар, пӗр харӑсах республикӑри кашни районтах иртессе шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пӗлтӗр сиксе тухнӑ кӑлтӑксемпе йывӑрлӑхсенчен кӑҫал малтанах хӑтӑлма шутлаҫҫӗ. Сӑмах май тексчӗ хатӗр, ӑна Марина Карягина ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра институт ӗҫченӗсем ӑна тӗрӗслеҫҫӗ, авторӗпе пӗрле стилистика тӗлӗшӗнчен якатаҫҫӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Вырӑнти «Комсомольская правда» (чӑв. Комсомол чӑнлӑхӗ) хаҫатри информацие тӗпе хурса «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат Ижевскри (Удмурт Республики) автобуссенче информацие малашне икӗ чӗлхепе пама тытӑнасси пирки пӗлтерет. Вырӑнти хастарсем ыйтнӑ хыҫҫӑн ИПОПАТ (ҫынсене турттаракан предприяти) хӑйсен автобусӗсенче табличкӑсене удмуртла тата вырӑсла ҫырма пуҫласшӑн. Хальхи вӑхӑтра вӑл япалан дизайнӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Тӗслехрен, «Держитесь за поручни» тата «Осторожно, двери открываются» ҫырнине икӗ чӗлхепе тӑвасшӑн. Тӳрех пурне те улӑштармӗҫ, кивелнисене ҫӗнетнӗ чухне ҫакна шута илӗҫ. Мӗнех, ҫак пархатарлӑ ӗҫе пуҫарнишӗн кӳршӗсене мухтас кӑна пулать ӗнтӗ. Пирӗннисем, ав, халӑх ыйтсан та — хирӗҫ. Ытлашши ӗҫ тӑвасшӑн мар. Пӗлтӗр ҫулла «Хавал» ҫакнашкалтарах ӗҫе троллейбуссенче туса ирттерме ыйтнӑччӗ те — лешӗсем килӗшмен. Юрать-ха троллейбусӗсенче чарӑну ячӗсене чӑвашла калаҫҫӗ, автобуссемпе маршруткӑсенче вара — вӑл та ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Гуманитари институчӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем чӑваш орфографине ылмаштарассине хирӗҫ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать. Чӑваш чӗлхин правилисене ылмаштарас сӗнӗве (вӗсем, сӑмахран, хутӑш сӑмахсене пӗрлех ҫырмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ) Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсен ушкӑнӗ пуҫарнӑччӗ. ЧНК Шурсухалӗсен канашӗн кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче ку ыйтупа Денис Гордеев паллӑ ҫыравҫӑ тухса калаҫнине тӗнче тетелӗнчи видеоматериалсем тӑрӑх та паллашма май килчӗ. Ӑна Федор Мадуров скульптор, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Виталий Станьял чӗлхеҫӗ тата ытти паллӑ ҫын ырласа йышӑннине палӑртнӑччӗ. Пухӑва, сӑмах май, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсенчен хӑшӗсем те пухӑннӑччӗ. Ӑслӑ ҫынсем калаҫнине тӑнласа лараканскерсем вӗсем хушша-хуппа кӗмерӗҫ. Орфографие ылмаштарассине Николай Егоров чӗлхеҫӗ хытах хирӗҫлерӗ. Пуху хыҫҫӑн хастарсем ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов патне ҫыру та янӑччӗ. Лару-тӑрӑва сӑнаса тӑракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш парламенчӗн хӑшӗсем конгресс хастарӗсен шухӑшне ӑнланса йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата Чӑваш кӗнеке издательстви пӗрлехи ӗҫе вӗҫленӗ: «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекин» иккӗмӗш томӗ тухнӑ. Пӗрремӗш том 2011 ҫулта кун ҫути курнӑ. Унта А-ран пуҫласа И саспаллирен пуҫланакан сӑмахсем кӗнӗ. Иккӗмӗш кенекере Й-К саспаллисенчен тытӑнаканнисем кӗнӗ. Кӗнекере чӑваш сӑмахӗсен семантики пирки те информаци пур. Ҫавӑн пекех сӑмахсемпе усӑ курнин уйрӑмлӑхне ӑнлантарнӑ. Авторсем сӑмахсен, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен ӑнлантарӑвне илсе кӑтартнӑ, вӗсемпе илемлӗ литературӑра, публицистикӑра, фольклорта усӑ курнӑ тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Издательство сайтӗнчи аннотацире каланӑ тӑрӑх, «словаре Совет тапхӑрӗ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи лексикинче пулнӑ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн» хатӗрленӗ. Ҫичӗ томлӑ словаре литературӑра тата калаҫу чӗлхинче усӑ куракан 100 пине яхӑн чӑваш сӑмахӗ, сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кӗртме палӑртнӑ. Иккӗмӗш тома эсир «СУМ» лавккара туянма пултаратӑр — хакӗ 200 тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи чӑваш чӗлхи учителӗсем черетлӗ ларӑва пухӑннӑ. Чӗлхе ӑстисем Вӑрмар вӑтам шкулӗнче «Тинӗс те типме пултарать» тата «Кольӑпа Дима Штрауспа паллашаҫҫӗ» темӑсемпе иртнӗ уроксенче пулнӑ. Уҫӑ уроксене ҫак шкул вӗрентекенӗсем — Г.Н.Васильева тата Г.А.Левина — ертсе пынӑ. Кавал шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н.Ю.Авакова «Йӑлана кӗнӗ урока ҫӗнӗллӗ ирттересси» ӑсталӑх класӗ ирттернӗ, вӗренӳ стандарчӗ ыйтакан пӗр меслетпе паллаштарнӑ. Чупайри вӑтам шкул вӗрентекенӗ Л.А. Цыфаркина хальхи вӑхӑтра уроксене икӗ культурӑна тӗпе хурса йӗркелемеллине палӑртнӑ, Александр Алкапа Александр Пушкинӑн хайлавӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ урокӑн пӗр пайӗпе паллаштарнӑ. Ӑсталӑх класӗсем тата уҫӑ уроксем пурин кӑмӑлне те кайнӑ. Вӗрентекенсем ачасене тӑван чӗлхепе, чӑваш халӑхӗн литературипе ытларах кӑсӑклантармаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунне ҫулсерен нарӑсӑн 21-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Чӗлхе халӑх культурине упрама пулӑшать. ЮНЕСКО палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫулсенче тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри ҫухалма пултарать. Классика хӑҫан вуланине астӑватӑр-и? Александр Пушкинӑн чӑвашла куҫарнӑ хайлавӗсене хӑҫан тишкернӗ? Астумастӑр-и? Тӳрех ан пӑшарханӑр. Наци вулавӑшӗнче ҫак кӗнекесен «страницисене» уҫса пӑхма май пур. Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ умӗн Наци библиотекин электрон вулавӑшӗ электронлӑ вӗренӳ ресурсне хатӗрленӗ. Ӑна чӑваш чӗлхин революцичченхи тӗпчевӗсене, чӑвашла тухнӑ кӑларӑмсене халалланӑ. Унта тӗрлӗ кӗнекен электронлӑ копиисем пур. Вӗсен йышӗнче — чӑваш букварӗсем, классика литературин чӑвашла куҫарӑвӗсем. «Чӑваш чӗлхи. Анне чӗлхи. Манӑн тӑван чӗлхе» виртуаллӑ куравра 27 кӗнекен электронлӑ копийӗ пур. Электрон ресурсне кӗнӗ кӑларӑмсем Наци библиотекин фончӗсенче упранаҫҫӗ. Курав виҫӗ кун ӗҫленӗ хушӑра блогра ӑна 200 ҫын ытла пӑхнӑ. Вӗсем — Раҫҫейрен, АПШран, Турцирен, Германирен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Енчен те эсир Андроидлӑ смартфонпа усӑ куратӑр пулсан — сире валли ҫӗнӗ хыпар пур. Нумай пулмасть чӑвашла-вырӑсла словарӗн 3.0 версийӗ тухнӑ. Унта 25 пин ытла сӑмах кӗрет. Ӑна ӑсталакансенчен пӗр — Александр Андреев ҫамрӑк. Ҫӗнӗлӗхсен йышӗнче сӑмахсене ҫӑмӑлтарах тупма май туса панине тата пирӗн электронлӑ сӑмахсар пулӑшнипе (унта Чӑваш халӑх сайчӗсӗр пуҫне «Хавал» пӗрлӗх те хутшанать) сӑмах пуххине тӳрлетнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех малашне вӑл приложени экрана айӑккӑн тытсан та чиперех ӗҫлемелле. Чӑвашла-вырӑсла тата вырӑсла-чӑвашла сӑмах пуххине хӑвӑр смартфонӑр ҫине тӳлевсӗрех уҫласа илсе лартма пултаратӑр. Паянхи кун тӗлне статистика тӑрӑх ӑна тӗрлӗ ҫын пин ытла хут хӑйне валли лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗпе пӗрле Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Чӗлхе пулмасан халӑх та пулмасть…» ятпа ҫавра сӗтел ирттернӗ. Ҫавра сӗтелӗн кун йӗркинче чӑваш чӗлхин XXI ӗмӗрти шӑпине пӑхса тухнӑ — кунта институтӑн челхе пӗлӗвӗ пайенче ӗҫлекенсем сӑмах каланӑ. Ҫӑвӑн пекех вӗренӳри ҫӗнӗ саккунсене, чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫри йывӑрлӑхсемпе ҫивӗч ыйтусене пӑхса тухрӗҫ. Ҫавра сӗтелте орфографи ыйтӑвӗ тавра ҫӗкленнӗ шӑв-шав сӑлтавӗсене сӳтсе явнӑ, ӑна пула вӗренӳ ӗҫӗнче сиксе тухакан йывӑрлӑхсене пӑхса тухнӑ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |